Депутата асӑннӑ, Блогерсем пирки манман, Кам тата сиксе юлнӑ? О! Глава пирки - ҫырман! Эх, шӑпланчӗҫ хӑшӗсем, Пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахсем. Пуҫлӑхсем кӗхӗм-кӗхӗм: «Доиграется Типшӗм». Веҫ йӳлӗ ярса чуна Тахҫанах сӑмах уҫман. Ма вӑрҫас-ха ман ӑна? Вӑл мана усал туман. Хӑнӑхман эп ятлаҫма, Ларччӑрах вӗсем ҫӳлте. Армансемпе ҫапӑҫма Ӗнтӗ кӑмӑл ҫук пӗртте. Тӑрӑшмас пулма ваҫ-ваҫ Пуринпе ҫак пурнӑҫра. Чи кирли - юрлаттараҫ Чӗререн ҫырнӑ юрра. Мӗн курни-тӳсни хальччен, Пӗр хама пырса тивет. Пилӗк теҫетке иртсе...
Типшӗм рулит
Двигайся в тишине.
Графики
📊 Средний охват постов
📉 ERR % по дням
📋 Публикации по дням
📎 Типы контента
Лучшие публикации
18 из 18Шанӑҫсӑр,чунсӑр,хӗвелсӗр. Кӑнап пуль теттӗм тамаша. Эп халь ӗҫмесӗрех ӳсӗр! Тӗл пулнӑ хыҫҫӑн юлташа. Кунӗ пӗр ӑмӑрччӗ,тӗссӗр. Ҫӗр тарнӑ пекчӗ ураран. Халӗ,-ӗҫмесӗрех ӳсӗр! Чуна уҫса калаҫнӑран. Ҫынсем пулаҫҫӗ тӗрлӗрен. Пӗри-сӑмахсӑрах сиплет. Тепри хуҫать ним ҫук ҫӗртен. Хӑшӗ ҫунатсӑр вӗҫтерет. Хавхалану пӗтмен-ха ман. Вӑй-хал пур чухне ӗҫлӗпӗр. Ҫак Тенеяль ачи пуртан, Эпӗ- ӗҫмесӗрех ӳсер. 25.03.2026 Шупашкар Типшӗм Сашук
Я именно так всё это и слышу, когда кто-то из моих сестричек врубает турецкий сериал 😂
Типшӗмрен пулать-Типшӗм! Ҫитӗнет пӗчӗк хӗрӗм. Халь хӑйех вулать,шутлать. Ир пулсан шкула чупать. Пӗр юлать те кӑмӑлӑм, Каччӑ пулчӗ ывӑлӑм. Салтак вӑхӑчӗ ҫитет. Шел...вӑрҫи ҫаплах кӗрлет. Карчӑк пичӗ туртӑнать. Ҫирӗм ҫул манпа пурнать. Вӑхӑт пӗртте хӗрхенмест, Каҫ пулни те сисӗнмест. Ӗмӗр япӑх иртмест пит. Пурнӑҫӑм-трагикамит. Сӑн кӳрет куна хӗрӗм, Типшӗмрен пулать-Типшӗм. 27.03.2026 Шупашкар Типшӗм Сашук
Двигайся в тишине.🤨
Пӗр ӗмӗр ҫыртӑм сӑвӑсем. Пӗлмесӗр пач кану мӗнне. Куҫран калаҫҫӗ ентешсем: -Эс кирлӗ мар чӑвашсене. Нумай хайларӑм юрӑсем. Тула кӑлартӑм ӑшрине. Шырарӑм ҫӗнӗ жанрсем, -Шел,кирлӗ мар чӑвашсене. Урхамах пек чупаҫ ҫулсем. Асра тытмастӑп иртнине. Питех те савӑнаҫ хӑшсем, Курса эп вӗҫсӗр ҫуннине. Юрларӑм рок,вуларӑм рэп. Никам пек мар пулас тесе. Ҫак йӳҫӗ чӑнлӑха пӗлеп, -Йӑшӑл та тумӗҫ пӗр вилсен. Ни савӑк,ни салхуллӑ мар. Кӑшт шел ҫеҫ иртнӗ ҫулсене. Хӑть кашкӑрла уласа яр, -Кирлӗ мартан чӑвашсене. Т...
Ҫӑлтӑрсем тӳпере,эпир ахтапусра.😍
Я не стал вульгарным и пошлым.И даже матом не ругаюсь.Просто стал старше и надеюсь мудрее. Поэтому вместо душевных переживаний,делюсь юмором и анекдотами. Ибо излишняя откровенность ни к чему хорошему не приводит.