Т
Типшӗм рулит
@tipshem4.4K подп.
387просмотров
8.8%от подписчиков
26 марта 2026 г.
📷 ФотоScore: 426
Депутата асӑннӑ, Блогерсем пирки манман, Кам тата сиксе юлнӑ? О! Глава пирки - ҫырман! Эх, шӑпланчӗҫ хӑшӗсем, Пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахсем. Пуҫлӑхсем кӗхӗм-кӗхӗм: «Доиграется Типшӗм». Веҫ йӳлӗ ярса чуна Тахҫанах сӑмах уҫман. Ма вӑрҫас-ха ман ӑна? Вӑл мана усал туман. Хӑнӑхман эп ятлаҫма, Ларччӑрах вӗсем ҫӳлте. Армансемпе ҫапӑҫма Ӗнтӗ кӑмӑл ҫук пӗртте. Тӑрӑшмас пулма ваҫ-ваҫ Пуринпе ҫак пурнӑҫра. Чи кирли - юрлаттараҫ Чӗререн ҫырнӑ юрра. Мӗн курни-тӳсни хальччен, Пӗр хама пырса тивет. Пилӗк теҫетке иртсен Лӑпкӑн пурӑнас килет. Ҫта лараҫҫӗ хуҫасем - Эп пӗлмес, кайса курман. Нумай ҫырнӑ юрӑсем - Пӗрре те ҫӑхав ҫырман! Телей курччӑр ентешсем, Улшӑнсан та пуҫлӑхсем. Сывӑ пултӑр, чечеклен, Чун юратнӑ Чӑваш ен! 24.03.2025 Шупашкар Типшӗм Сашук
387
просмотров
745
символов
Нет
эмодзи
Да
медиа

Другие посты @tipshem

Все посты канала →
Депутата асӑннӑ, Блогерсем пирки манман, Кам тата сиксе юлнӑ — @tipshem | PostSniper