351просмотров
8.0%от подписчиков
27 марта 2026 г.
📷 ФотоScore: 386
Типшӗмрен пулать-Типшӗм!
Ҫитӗнет пӗчӗк хӗрӗм.
Халь хӑйех вулать,шутлать.
Ир пулсан шкула чупать. Пӗр юлать те кӑмӑлӑм,
Каччӑ пулчӗ ывӑлӑм.
Салтак вӑхӑчӗ ҫитет.
Шел...вӑрҫи ҫаплах кӗрлет. Карчӑк пичӗ туртӑнать.
Ҫирӗм ҫул манпа пурнать.
Вӑхӑт пӗртте хӗрхенмест,
Каҫ пулни те сисӗнмест. Ӗмӗр япӑх иртмест пит.
Пурнӑҫӑм-трагикамит.
Сӑн кӳрет куна хӗрӗм,
Типшӗмрен пулать-Типшӗм.
27.03.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук