347просмотров
7.9%от подписчиков
28 марта 2026 г.
📷 ФотоScore: 382
Пӗр ӗмӗр ҫыртӑм сӑвӑсем.
Пӗлмесӗр пач кану мӗнне.
Куҫран калаҫҫӗ ентешсем:
-Эс кирлӗ мар чӑвашсене. Нумай хайларӑм юрӑсем.
Тула кӑлартӑм ӑшрине.
Шырарӑм ҫӗнӗ жанрсем,
-Шел,кирлӗ мар чӑвашсене. Урхамах пек чупаҫ ҫулсем.
Асра тытмастӑп иртнине.
Питех те савӑнаҫ хӑшсем,
Курса эп вӗҫсӗр ҫуннине. Юрларӑм рок,вуларӑм рэп.
Никам пек мар пулас тесе.
Ҫак йӳҫӗ чӑнлӑха пӗлеп,
-Йӑшӑл та тумӗҫ пӗр вилсен. Ни савӑк,ни салхуллӑ мар.
Кӑшт шел ҫеҫ иртнӗ ҫулсене.
Хӑть кашкӑрла уласа яр,
-Кирлӗ мартан чӑвашсене. Тӑлӑх ача пек ҫырнисем
Ҫывхарнӑҫем ватлӑх енне.
Татӑлса макӑрать чӗрем,
-Эп кирлӗ мар чӑвашсене.
02.12.2025
Шупашкар
Типшӗм Сашук