1.9Kпросмотров
13 марта 2026 г.
📷 ФотоScore: 2.1K
❇️Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ - Людмила Саландаева - хăй тĕллĕн вĕреннĕ çĕвĕç. Ятарлă çар операцийĕнче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çĕрне-кунне уямасăр çĕлет. Ирпе 3-4-сехетрех ура çинче вăл, мĕн çĕрлеччен çĕвĕ машини умĕнче. 🔸Госпитальсене ăсатмашкăн питех те кирлĕ япаласем янтăлать. Гуманитари пулăшăвне Людмила Саландаева Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕ урлă хатĕрлет тата ăсатать. Вăл янтăланă çи-пуçпа вырăн таврашĕ вуншар-вуншар аманнă салтакăн пурнăçне çăмăллăх кỹреççĕ, паллах, хăвăртрах сывалма май параççĕ. - Ĕçĕм хỹтĕлевçĕмĕрсене юрăхлă пулнишĕн савăнатăп, - тет хĕрỹ чĕреллĕ волонтер. - Килес Çĕнтерĕве тỹпе хывни - маншăн мăнаçлăх!
1.9K
просмотров
657
символов
Нет
эмодзи
Да
медиа

Другие посты @shamarshahypare

Все посты канала →