181просмотров
14.8%от подписчиков
28 марта 2026 г.
Score: 199
Шупашкар округӗнчи Чӑрӑшкассинчи культура ҫуртӗнче республикӑри арҫынсен фольклор ушкӑнӗсен ҫулсеренхи "Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташшисем" фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Йышлӑ коллектив хушшинче Тӳскелӗнчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи "Тускил" ансамбль те хӑйне тивӗҫлипе кӑтартнӑ -Елчӗк тӑрӑхӗнчи "Салтак юррине" ҫӳллӗ шайра шӑрантарса пӗрремӗш степеньлӗ Диплома ҫӗнсе илнӗ.