74просмотров
10.9%от подписчиков
29 марта 2026 г.
Score: 81
  Форума хутшӑнакан  ҫамрӑксем хумханнӑ, «эпӗ чӑвашла яп-яка калаҫмастӑп-ҫке» текенсем те пулнӑ, анчах та, кашни спикер хӑйӗн калаҫӑвне вӗҫлесен ҫапларах шухӑшсемемпе пайлашрӗ: «эпӗ шутламан та манӑн темӑ ҫынсене кӑсӑклӑ пулассине». Тӗлӗнмелле самант: ялсенчен килнӗ ачасемпе эпир чӑвашла калаҫсан та  вӗсем ҫитсенех вырӑсла хуравлатчӗҫ. "Эпӗ чӑвашла ӑнланмастӑп, вырӑсла калаҫатӑп" тени те пулнӑ, анчах та кайран, форума уҫнӑ хыҫҫӑн, спикерсем чӑвашла калаҫнине кура-ши, вӗсем те чӑвашла пуплеме тытӑнчӗҫ. «Вырӑсланнине» ҫухалчӗ. Ҫамрӑксен форумӗ тухса калаҫакан хӑнасене те, итлекенсене тӗлӗнтернӗ, хайсем каланӑ тӑрӑх "вӑй-хал кӗртнӗ", " чӑвашла калаҫмалли лапам пуррине кӑтартнӑ". Чӑваш Наци музейӗ ҫак Форума кура официаллӑ 4 музейра чӑвашла экскурсисем кӗртнӗ. Кӑҫалхи Ҫамрӑксен форумӗнче ҫӗнӗлӗхсем те пулнӑ: -чӑваш дизайнӗрӗсен маркечӗ; -форумӑн ҫӗнӗ партнерсем; -форума яндекс Телемост урлӑ тӳрӗ эфирпа пӑхма май пулнӑ. Тепӗр ҫӗнӗллӗх, форумра итлеме килекенсем хушшинче парне вылявӗ те иртнӗ. Чӑваш дизайнӗрӗсем пӗрле пухӑнса парне пуххи вылляттарнӑ.  Фитнес клуб "Мустанг" пӗр уйӑхлӑха 3 абонемент вылляттарнӑ тата кашни спикера пӗр уйӑхлӑха абонемент парнеленӗ.  Спикерсем тухск калаҫнӑ темӑсем ҫав тери анлӑ пулчӗҫ:  - ҫурт-йӗр хӑпартас технологийӗсем - фото, кино, видео, юрӑ-кӗвӗ - генеалоги, геронтологи - экологи, ландшафт дизайнӗ - ҫулҫӳрев, блог ертсе пыраси — тата ытти те. Эсир вара Ҫамрӑксене форумӗнче пултӑр-и?)
74
просмотров
1476
символов
Нет
эмодзи
Нет
медиа

Другие посты @cv_haval

Все посты канала →
  Форума хутшӑнакан  ҫамрӑксем хумханнӑ, «эпӗ чӑва — @cv_haval | PostSniper