76просмотров
11.2%от подписчиков
27 марта 2026 г.
question📷 ФотоScore: 84
Çамрăксен форумĕ миçемĕш хут иртет? Пĕрремĕш Чăваш çамрăкĕсен форумĕ 2019-мĕш çултах Наци вулавăшĕнче иртнĕ! Ăна чăвашсен «Хавал» пуçару ушкăнĕпе «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ йĕркеленĕ. Кайран вара, кăшăлвирус вăхăчĕсем пуçлансан, форума ирттерме май пулман. Çапла вара 2024-мĕш çулта Вĕренÿ институтĕнче, 2025-мĕш çулта каллех Наци вулавăшĕнче 2-мĕшпе 3-мĕш Çамрăксен форумĕ йĕркеленет. Апла, ыран — пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче — чăвашсен "Хавал" пуçару ушкăнĕ ытти ушкăнсен пулăшĕвĕпе Çамрăксен форумне 4-мĕш хут ирттерет! Форумăн тĕллевĕ пултаруллă та кăсăклă çамрăксемпе паллаштарасси. Анчах та пирĕн форумăн уйрăмлăхĕ — вăл чăвашла иртнинче. Чăваш чĕлхи паянхи кунпа пĕр утăмпа пынине, çамрăксемшĕн те вăл кирлĕ те юратнă чĕлхе пулнине кăтартма пултарасса шанатпăр. Ыранччен!
Регистраци: https://forms.gle/2CY1Gz14VNNr6v789