512просмотров
30 ноября 2025 г.
Score: 563
Йӑлт ӑнланӑть, нимте калаймасть Хальхи вӑхӑтра ман курӑмра темиҫе икӗ чӗлхеллӗ ҫемье пур. Тӑваттӑ, тӗрӗсрех каласан. Вӗсенчен иккӗшӗнче ачисем ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхипе калаҫаймаҫҫӗ, амӑшсем ҫавӑн пирки питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Мӗн пирки ҫапла пулать?
Урӑх чӗлхе ӑнланас тесен пирӗн нумай сӑмах пӗлтерӗшне тата грамматика пӗлмелле. Хӑть те мӗнле чӗлхепе те калаҫса каяс тесен вара пире активлӑ сӑмахсар (словарь) кирлӗ. Ку таҫта йывӑртарах. Мӗншӗн калаҫса кайма йывӑр?
1. Йӑнӑш тума хӑранипе.
Нимте тумасан кӑна йӑнӑшма ҫук. Ырӑ, туслӑ, пулӑшакан, йӑнӑшшӑн намӑслантарман та чӑтӑмлӑ ҫынсемпе калаҫма пуҫламалла.
Асра тытмалла -- пурте йӑнӑшран пуҫлаҫҫӗ. Эпир ача чухне те 5 ҫултан сахал мар йӑнӑшсемпе калаҫатпӑр. 2. Сахал усӑ курнипе
Пирӗн пуҫ мими -- сӗре наян япала. Кирлӗ мар тесе шутланакан нейронсенчен вӑл пӗрмай хӑйне хӑй тасатсах тӑрать. Ҫавна кура ача чухне вӗреннӗ пулсан та, нумай ҫул калаҫмасан чӗлхе ҫыхланса ларать (ун чухне калаҫса кайма пурпӗр ҫӑмӑлтарах, ҫавӑн валли йӗркеленнӗ нейрон ҫулӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫухалмаҫҫӗ).
Чи кирли кунта -- эрнере пӗр-ик сехет те пулин практика пурри. Чӑннипе, ку индивидуаллӑ япала: кама вӑхӑт нумайрах кирлӗ, кама сахалтарах та ҫитет. Хутран-ситрен кӑна усӑ курнин усси сахал. Сухалӗ те ҫук. Нейрон ҫулӗ сукмак пек -- нумайрах усӑ курсан сӑмах патне каякан ҫул лайӑхрах та меллӗрех пулать. Курӑк та унта кӑпӑр-капӑр ӳсме пуҫламасть. #нумай_чӗлхелӗх