Ч
ЧРИО
@chrio211.4K подп.
1.1Kпросмотров
79.4%от подписчиков
11 марта 2026 г.
Score: 1.2K
🖊️ Республикăн пĕрлехи экзаменне 2026 çулта тытма хатĕрленетпĕр Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Наци библиотекинче ятарлă семинар ирттерчĕ Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе ✅республикăн пĕрлехи экзаменĕн тытăмĕпе тата тĕллевĕпе, текст тишкермелли меслетлĕхпе паллашрĕç ✅тест ыйтăвĕсене хуравлама вĕрентес ĕçе йĕркелемелли тухăçлă формăсене алла илчĕç ✅изложенипе сочинени çырма вĕрентмелли хăнăхăва аталантарса çирĕплетрĕç ✅шкул ачисен экзамента пулакан паллăрах йăнăшĕсене тишкерчĕç. Красноармейски тăрăхĕн Упи вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Петровăпа Шупашкар тăрăхĕн Янăш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Магазеева ачасене экзамена хатĕрлес ĕçри хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. 📍 Наци литературипе библиографи пайĕн ертӳçи Галина Соловьева электрон каталогпа усă курма вĕрентрĕ, изложени çырма хатĕрлентернĕ чух тĕрлĕ текст аудифайлĕсене ăçта шырамаллине кăтартрĕ. Семинара инçет мелпе те хутшăнма май пулчĕ, ку уйрăмах 9-мĕш класра вĕренекен ачасемшĕн меллĕ пулчĕ. #МинобразованияЧувашии #ЗахаровМинобразования21 #чрио_семинары #НоваяШкола ЧРИО в МАХ
1.1K
просмотров
1165
символов
Нет
эмодзи
Нет
медиа

Другие посты @chrio21

Все посты канала →
🖊️ Республикăн пĕрлехи экзаменне 2026 çулта тытма хатĕрлене — @chrio21 | PostSniper